Вӑхӑт — Талккӑш

 

3042Ҫуркунне шӑлна йӗрӗн, кӗркунне — ларса йӗрӗн.Ҫур — Кӗр
3043Ҫуркунне шӑна та чӗрӗлет.Ҫур — Кӗр
3044Ҫуркунне шӑнкӑрч та шӑпчӑк пек шӑхӑрать.Ҫур — Кӗр
3045Ҫуркунне юн вылять.Ҫур — Кӗр
3046Ҫуркуннепе кӗркунне шыв хӗрринче ан ҫывӑр.Ҫур — Кӗр
3047Ҫуркуннесӗр шӑпчӑк юрламасть.Ҫур — Кӗр
3048Ҫуркуннесӗр юр каймасть.Ҫур — Кӗр
3049Ҫуркуннехи пӗр кун ҫулталӑк тӑрантать.Ҫур — Кӗр
3050Ҫуркуннехи ҫумӑр — ылтӑн, ҫуллахи — кӗмӗл, кӗрхи — пӑхӑр.Ҫур — Кӗр
3051Ҫуркуннехи ыйхӑ — хӗллехи хуйхӑ.Ҫур — Кӗр
3052Ҫурла уйӑхӗ ҫу шӑратать.Ҫур — Кӗр
3054Ҫурта — пултӑран яшки, кӗрте — пӑрҫа яшки.Ҫур — Кӗр
3053Ҫурта выҫӑ вилмен.Ҫур — Кӗр
3055Ҫурта ҫурт тӑваҫҫӗ, кӗрте сӑра тӑваҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3056Ҫурхи йӗпе-сапанӑн усси нумай.Ҫур — Кӗр
3057Ҫурхи кӗперӗн шанчӑкӗ сахал.Ҫур — Кӗр
3058Ҫурхи кун — капӑр, кӗрхи кун — самӑр.Ҫур — Кӗр
3059Ҫурхи кун ҫурма ӑслӑ.Ҫур — Кӗр
3060Ҫурхи кун ҫывӑрмасть.Ҫур — Кӗр
3061Ҫурхи кунсем укҫа пек шутлӑ.Ҫур — Кӗр
3062Ҫурхи сивӗ хӗллехинчен усалтарах.Ҫур — Кӗр
3063Ҫурхи ҫанталӑк ҫурма ӑслӑ.Ҫур — Кӗр
3064Ҫурхи ҫанталӑк хӑвӑрт улшӑнать.Ҫур — Кӗр
3065Ҫурхи ҫил ват ҫынсене шӗкӗлчет.Ҫур — Кӗр
3066Ҫурхи ҫулсем ҫӳлелле юлаҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3067Ҫурхи ҫумӑр айӗнче тӑракан пысӑк пулать теҫҫӗ.Ҫур — Кӗр
3068Ҫурхи ҫумӑр пин тӑрать, кӗрхи ҫумӑр шӑк тӑрать.Ҫур — Кӗр
3069Ҫурхи ҫумӑр сиплӗ пулать.Ҫур — Кӗр
3070Ҫурхи ҫумӑр ҫулпа иртет, кӗрхи ҫумӑр килех кӗрет.Ҫур — Кӗр
3071Ҫурхи ҫумӑр ҫулҫӑ сарма.Ҫур — Кӗр
3072Ҫурхи ҫумӑр хӗрхенсе ҫӑвать, кӗрхи ҫумӑр иртӗхсе ҫӑвать.Ҫур — Кӗр
3073Ҫурхи турӑхпа ҫурӑк кашӑк — ывӑлпа кине.Ҫур — Кӗр
3074Ҫурхи тырра шыв ҫине ак, кӗрхи тырра кӗл ҫине ак.Ҫур — Кӗр
3075Ҫурхи хӗвел савӑнӑҫ кӳрет.Ҫур — Кӗр
3076Ҫурхи хӗвел ҫутӑрах, ирхи шухӑш ӑслӑрах.Ҫур — Кӗр
3077Ҫурхи шыв хӗрне ҫитсен — часрах каҫ, кӗрхи шыв хӗррине — кӗтсе тӑр.Ҫур — Кӗр
3078Ҫурхи шыва патша та тытса чарас ҫук.Ҫур — Кӗр
3079Ҫурччен чӑтни кӗре ҫитет.Ҫур — Кӗр
3080Ҫурччен чухӑн тӑлӑп сутнӑ.Ҫур — Кӗр
3257Ҫутӑ кун юмах ярсан ҫутӑ кашкӑр ҫиет.Ҫӗр — Кун
3258Ҫутӑ мар ҫӗр уйӑхсӑр, хӗрлӗ мар кун хӗвелсӗр.Ҫӗр — Кун
3544Ҫухалнӑ укҫа тупӑнӗ, иртнӗ вӑхӑт таврӑнмӗ.Иртни — Пуласси
3111Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра ват карчӑк шӑнса вилнӗ.Ҫу — Хӗл
3112Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑтра майра шӑнса вилнӗ.Ҫу — Хӗл
2783Ҫырлана пиҫсе ҫитсен тин татаҫҫӗ.Вӑхӑт — Талккӑш
2888Тӑрантарма васка, кайма ан васка теҫҫӗ.Хуллен — Хӑвӑрт
2910Тӑрсан-тӑрсан Туррине те ҫӳлтен сӗтӗрсе антарӗҫ.Ялан — Хушӑран
2889Тӑхта, пуклак, шӗвӗртем пӑртак.Хуллен — Хӑвӑрт
2890Тӑхта, Тӑхтаман.Хуллен — Хӑвӑрт
2891Тӑхтаман ӑҫта, Тӑхтапи те унта.Хуллен — Хӑвӑрт